РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем кондитер фабрикинче ӗҫлекен хӗрарӑм аманнӑ тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман.
Инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринчи кондитер цехӗнчи газ кӑмакин операторӗ вафли кӑмакине тасатнӑ. Хӗрарӑм аллине кӑмакана чиксе ярсан сылтӑм ал лапписӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра суд экспертизисем иртӗҫ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Мустаев отставкӑна кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула кайнине пӗлтермен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вырӑнти депутатсем ӑна ку должноҫрен срокран маларах яма йышӑннӑ.
Владимир Мустаев ку должноҫре 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер вара хӑйӗн должноҫӗнчех юлнӑ. Вырӑнти депутатсем пурте унӑн кандидатуришӗн сасӑланӑ.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку тивӗҫе Светлана Губанова пурнӑҫланӑ. Халӗ вӑл ӗҫрен кайнӑ.
Аса илтерер: 50 ҫулти Светлана Губанова ку должноҫе килнӗренпе ҫулталӑк та ҫитмен. Вӑл – Мускавран. Ун пирки тӗнче тетелӗнче информаци сахал. Вӑл НТВ телеканалта малтан – журналистра, унтан продюсерта ӗҫлени паллӑ.
Хальлӗхе директор тивӗҫӗсене Марина Макарова пурнӑҫлать.
Чӑваш Енре пресс-секретарьсен кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи куна илсен сӑмах республикӑн ҫичӗ министерстви тата Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗн Пресс-службипе протокол управленийӗнчи хӑш-пӗр должноҫсем пирки пырать.
Списокра Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗн Пресс-службипе протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ — йӗркелӳ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, пресс-служба пайӗн пуҫлӑхӗ, информаци ресурсӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ, информаципе аналитика пулӑшӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пур. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявкӑсене республикӑн Сывлӑх сыхлав, Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи, Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн, Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх, Спорт министерствисенче пресс-секретарьте ӗҫлес ӗмӗтлисенчен кадр резервне кӗме заявкӑсем йышӑнӗҫ; ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен — Стройминра тата Экоонмика ааланӑвӗнче министерствинче тӑрӑшма.
Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Биологилле тасатмалли сооруженисем» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ пулма Максим Иванова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ предприяти республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.
Ҫак саманта илсен, предприятин сайтӗнче предприяти тытӑмӗпе паллаштаракан ярӑмра хыпара ҫӗнетсе ӗлкӗреймен – Максим Иванова директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан тесе кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑсса ӗҫлекен таксисене Шупашкарта ҫак эрнере каллех тӗрӗсленӗ.
Рейда асӑннӑ министерствӑн ӗҫченӗсем тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тухнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Питомник» чарӑну ҫывӑхӗнче рейд ирттернӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр транспорта тытса чарма май килнӗ. Ҫынсене вӑл Шупашкартан Канаша турттарнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илмесӗр усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Транспорта штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче тӗрӗслевсем республикипех иртнине пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управляющийӗ Александр Логвинов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл пенсие тухнӑ. Управляющи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Юрий Голубыха шаннӑ.
Александр Логвинов пирки каласан, Раҫҫей банкӗн тытӑмӗнче вӑл 44 ҫул ӗҫленӗ. Регионти уйрӑма 2013 ҫултанпа ертсе пырать.
53 ҫулти Юрий Голубых управляющин заместителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Липецк хулинчен. Пӗтӗм Раҫҫейри финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управленийӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма Николай Охотина ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Паянхи куна Эмир Бедертдиновӑн икӗ заместитель: Николай Охотин тата Елена Дымза.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ.
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Максим Дроздова шаннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Унпа ӗҫ килӗшӗвне паянтан тытӑнса кӑҫалхи авӑн 29-мӗшӗччен алӑ пусӗҫ.
Аса илтерер: организацин 67 ҫулти ертӳҫине Вячеслав Александрова ӗҫрен ӗнер кӑларнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |